Çул-йĕр аталанăвĕ тата хăрушсăрлăхĕ пирки республикăн транспорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче калаçрĕç. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Ларура çул пахалăхне ÿстересси пирки тата халăха турттаракан транспортпа çыхăннă ыйту тавра калаçрĕç. 2022-мĕш ҫулта çул-йĕр фончӗ пӗрремӗш хут 8 миллиард тенкӗрен иртнĕ. Ҫул-йӗр отраслӗ хӑй умне лартнӑ тĕллевсене пурнăçланă, наци проекчĕпе те, патшалӑх программипе те ăнăçлă тăрăшнă. Кăçал та алă усса ларма тивмĕ, ĕçлемелли нумай. 2023-мĕш
<p>Çул-йĕр аталанăвĕ тата хăрушсăрлăхĕ пирки республикăн транспорт министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче калаçрĕç. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пычĕ. Ларура çул пахалăхне ÿстересси пирки тата халăха турттаракан транспортпа çыхăннă ыйту тавра калаçрĕç.</p>
<p>2022-мĕш ҫулта çул-йĕр фончӗ пӗрремӗш хут 8 миллиард тенкӗрен иртнĕ. Ҫул-йӗр отраслӗ хӑй умне лартнӑ тĕллевсене пурнăçланă, наци проекчĕпе те, патшалӑх программипе те ăнăçлă тăрăшнă. Кăçал та алă усса ларма тивмĕ, ĕçлемелли нумай. 2023-мĕш çулта 288 ҫухрӑм тăршшĕ ҫул тӗпрен юсамалла тата 17 çухрăм çурă çĕнĕрен сармалла. "Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем" наци проекчĕпе ĕçсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Çакна валли ку çул 4 миллиард ытла тенкӗ уйăрнă. Ларура "Валдай" карапсем тĕрлĕ региона ишме пуçлани, Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетес ĕç малалла пыни пирки те калаçрĕç. Çĕнĕ Шупашкартан Шупашкара çитесси чăрмавлăрах. Çак çитменлĕхе пĕтерессипе те тимлемелле пулать. Ака уйӑхӗнче Чӑваш Республикин патшалӑх пĕрлĕхлĕ перевозчикӗ ӗҫлеме тытӑнать. Çулталăк вĕçлениччен Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисем хушшинче икӗ троллейбус маршручӗ хута ямалла. Чӑваш Республикин хыснин укҫи-тенкипе 21 çĕнĕ троллейбу туянӗҫ. Асӑннӑ тӗллевсем валли 651 миллион тенкӗ укҫа-тенкӗ уйăрнă. "Хускатнă çивĕч ыйтусен пĕтĕмлетĕвĕ малашлăхра Чăваш Енре пурăнакансене савăнтаратех", – терĕ канашлăва вĕçленĕ май республика ертӳçи Олег Николаев.<strong> </strong></p>
Филиал № 4 ОСФР по Москве и Московской области информирует:
С начала года более 4,7 тысячи жителей Московского региона оформили страховую пенсию в автоматическом режиме на портале госуслуг
За один день работники Уссурийского ЛРЗ и их дети выполнили сменно-суточное задание по ремонту 129 паровозиков
В Подмосковье сотрудники Росгвардии спасли пожилого мужчину, который оказался один дома и плохо себя почувствовал
"Святой Ленин" спасает мир и возглавляет "восстание ИИ машин... хороших по существу". 8 серия, СЕРЬЁЗНЫЕ НОВОСТИ.