Сĕтев паракансене алăран тытаççĕ
Сĕтев паракана та, кĕсьене вăрттăн укçа, ылтăн чикекене те Китайра пуç касаççĕ. Арабсен Пĕрлештернĕ Эмирачĕсенче ун пеккисене алăсăр хăвараççĕ. Раççейре, Чăваш Енре кунашкалах çирĕп йĕркесем çук, çапах та саккун саламачĕ никама та хĕрхенмест. Шăпах коррупципе кĕрешесси çинчен калаçрĕç республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура. «Темиçе çулта пурнăçлама палăртнă проектсене малтанах тимлĕх уйăрмалла, унсăррăн кайран вĕçне-хĕрне тупма май çук», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Йĕркене пăсакан
<p>Сĕтев паракана та, кĕсьене вăрттăн укçа, ылтăн чикекене те Китайра пуç касаççĕ. Арабсен Пĕрлештернĕ Эмирачĕсенче ун пеккисене алăсăр хăвараççĕ. Раççейре, Чăваш Енре кунашкалах çирĕп йĕркесем çук, çапах та саккун саламачĕ никама та хĕрхенмест. Шăпах коррупципе кĕрешесси çинчен калаçрĕç республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура.</p>
<p>«Темиçе çулта пурнăçлама палăртнă проектсене малтанах тимлĕх уйăрмалла, унсăррăн кайран вĕçне-хĕрне тупма май çук», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев.</p>
<p> Йĕркене пăсакансене тупма, явап тыттарма кансĕр иккене палăртрĕ вăл коорупципе кĕрешессипе пуçарнă канашлура. Çавăнпа та проекта палăртсанах ăна пур енлĕн тишкересси, Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе шайлашуллă пулмалли пирки каларĕç канашлура. Хăш-пĕр строительство пĕрлешĕвĕ тĕлĕшпе явапсăрлăхшăн уголовлă ĕç пуçарнине ырланине пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. Пĕрлехи саккас служби чылай йывăрлăха сирме пулăшнине палăртрĕç. Çапах та кăткăс самантсем татах та пур. Тĕслĕхрен, «Ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарасси» программăна муниципалитет заказчикĕ çеç хутшăнма пултарать. Чăваш Республикин строительство министрĕ Павел Данилов пĕлтĕр çурт-йĕр, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳ, коммуналлă хуçалăх, транспорт тытăмĕсенчи 245 объекта тимлесе тăнине пĕлтерчĕ. Чылай йĕркене пăснă тĕслĕхе çирĕплетнĕ.</p>