Балет уявĕ çывхарать
Çуркуннесерен Чăваш Ене балет ăстисем пухăнаççĕ. Кăçал та куракана пĕтĕм тĕнчери балет фествивалĕнче чылай çĕнĕлĕх кĕтет. Вăл ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Густав Малерăн «Титания», Морис Равелĕн «Болеро» премьерисемпе уçăлать. Сумлă фестиваль куракана 26-мĕш хут тĕлĕнтерме хатĕрленет. Чăваш Енре балет ӳнерĕ «Жизель» хайлавран 55 çул каялла пуçланнă. Ăна Агриппина Ваганова ячĕллĕ Ленинградри хореографи училищинчен вĕренсе тухнă 13 артист чăваш сцени çине кăларнă. Кăçал ăна хитре декорацисемпе, пуян çи-пуçпа... Читать дальше...