Яковлева халалласа конференци иртрĕ
Йăлана кĕнĕ тăрăх, Иван Яковлев çуралнă кунĕ умĕн шкулсенче, культура çурчĕсенче тата ытти пĕрлешӳре чăваш чĕлхи эрнине ирттереççĕ. Çак ĕç-пуçа çӳллĕ шайра тата асра юлмалла йĕркелеме тепĕр сăлтав та пур. Шăпах кăçал Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитет. Çак пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Ен, Чĕмпĕр, Самара облаçĕсенчи, Пушкăрт, Марий Эл Республикисенчи вулавăш, музей, архив ĕçченĕсем, ăслăлăх çыннисем хутшăнчĕç. Читать дальше...